Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шур, пушар хăрушлăхĕ ан тухтăр

Шыв-шур, пушар хăрушлăхĕ ан тухтăр

Округ администрацийĕнче çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас, пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес тĕлĕшпе ятарлă службăсен ларăвĕ иртрĕ. Ăна округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унăн ĕçне республикăри шырав-çăлав службин начальникĕ Николай Глухов хутшăнчĕ.

Округ администрацийĕнче çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас, пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес тĕлĕшпе ятарлă службăсен ларăвĕ иртрĕ. Ăна округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унăн ĕçне республикăри шырав-çăлав службин начальникĕ Николай Глухов хутшăнчĕ.

Округра çанталăкăн хальхи условийĕсене шута илсе чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен тытăм йĕркеленĕ, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа тата ытти ыйтупа малтанах округ администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Олег Андронов паллаштарчĕ. Яваплă службăсен, территори пайĕсен администрацийĕсен умне те задачăсем лартрĕ вăл.

Леонард Левый пĕлтернинче çакă курăнчĕ:

— Кăçал юр питĕ нумай, унăн хулăнăшĕ 98 сантиметра та çитет, çавăнпа хăрушлăх та пысăк. Ейỹ тапхăрне питĕ тĕплĕ хатĕрленмелле, пĕтĕм ĕçе яваплăха туйса, васкавлă, тивĕçлипе пурнăçламалла. Гидротехника сооруженийĕсене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Вĕсене, çавăн пекех автоçулсем урлă хывнă тимĕр-бетон пăрăхсене те юртан, тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатассине вĕçлемелле.

Çурхи шыв-шур çăмăлттайлăха каçармасть. Унăн вăйне, вăл мĕн кăларса тăратасса пĕлеймĕн, çавна май яланах тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хатĕр пулмалла. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр территори пайĕсен ертỹçисем вырăнта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан объектсене те асăнчĕç.

Чылай ялта пурăнакансене хирсенчен анакан шыв канăç памасса пултарать. Юхăм вырăнĕсене маларах алă вăйĕпе уçса хурсан та çивĕчлĕх сирĕлĕ. Пĕтĕм çĕре техникăна явăçтараймăн е унпа кĕреймĕн те.

Гидротехника объекчĕсене, дамбăсене е шыв пухăнакан ытти вырăна талăкĕпе сăнаса тăрассине йĕркелемелле. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне сарни те кирлех. Ял тăрăхĕсенче çак ĕçе телеграм-канал урлă туса пыни те аван.

Выльăх масарĕсене (Хăвăлçырма, Элекçей Тимеш, Энтепе ялĕсенче), газ участокĕн, подстанцин объекчĕсене юртан тасатассине, шыв юххине йĕркелессине шута илмелле…

Пушар хăрушлăхĕ пирки тăтăшах калаçатпăр. Тавралăх шурă тумне сирнĕ май сăмахĕ ун çинчен ытларах та пулĕ, мĕншĕн тесен кил-çурт умĕсене тирпей-илем кĕртнĕ чухне çỹп-çапа çунтарма пăхатпăр. «Çакна пачах тума юрамасть!» — пушар асăрхавĕн Елчĕк округĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Сергей Сардаев калани чĕнỹ пекех пулчĕ. Типĕ çанталăкра ансат йĕркесене пăхăнманнипе кил-çуртсăр тăрса юлнă тĕслĕхсем регионта сахал мар регистрациленĕ. Пушă çуртсен таврашне тирпейлеме те манас марччĕ. Ỹркенмесен хыт хурана, типнĕ курăка тислĕке те çавăрма пулать-çке. Ачасен тĕлĕшпе сисчевлĕхе ỹстерни те кирлĕ.

Ларура социаллă объектсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе уйрăм калаçу пуçарчĕç. Ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Вячеслав Щипцов тата округри тĕп больницăн техника пайĕн начальникĕ Сергей Мартынов ку енĕпе туса ирттернĕ конкретлă ĕçсене уçăмлатрĕç. Палăртас пулать, тĕп больницăра та, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра та асăннă ĕç кирлĕ шайра. Ятарлă документаци, стендсем, пушар сỹнтермелли хатĕрсем — пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Çав вăхăтрах, вĕсенче талăкĕпех çынсем пулнăран, эвакуаци вĕренĕвĕ пирки те манмалла мар.

Ларура Николай Глухов та сăмах илчĕ. Вăл республикăра шыв-шур тапхăрне мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ, ку енĕпе çивĕч лару-тăру сиксе тухма пултаракан самантра кашни служба тачă çыхăнура, ăнланура ĕçлемеллине палăртрĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code