Чăваш Енри шкулсем ачасене кăçал пĕрремĕш класа йышăнма хатĕр. Йышăну кампанине çĕршыв шайĕнче апрелĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр пуçлаççĕ. Республикăра ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ пултăр тесе кану кунне мартăн 28-мĕшне, суйласа илнĕ. Ачасене пĕрремĕш класа икĕ тапхăрпа йышăнĕç, мартăн 28-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 30-мĕшĕччен тата июлĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 5-мĕшĕччен. Ачана шкула йышăнмашкăн ыйтса çыракан заявленисене темиçе мелпе йышăнассине йĕркеленĕ — шкула пырса та, Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та пама пулать. Кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнче пуçласа шкула килекенсен шучĕ 13 пин ачаран та иртĕ.

