«Ниме — халăх бюджечĕ» проект вăя кĕнĕренпе ялсенчи инфраструктурăна аталантарас, территорисене хăтлăлатас тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕç нумай туса ирттернĕ.
Округра пуçласа 2017 çулта 8 проектпа ĕçленĕ пулсан, иртнĕ çул чи нумай — 109 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал 51, анчах сумми пысăкрах — 105,9 миллион тенкĕлĕх. Урамсене хытарнă е асфальт çул сарасси (16 проект) кашни çулах «пуç пулса» тăрать-ха, апла пулин те ял çыннисем пысăк калăпăшлă объектсемпе те ĕçлеме хăрамаççĕ халь. Пĕлтĕр Кивĕ Эйпеç, Кавал, Хăвăлçырма ялĕсенче урамсенчи шыв пăрăхĕсене пĕтĕмпех улăштарнă, ку çул Лаш Таяпара, Шăмалакра, Тăрăмра, Кипеçре çĕнетме тĕв тытнă.
Вунă проект пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе, тĕпрен илсен резервуарсем йĕркелессипе тата машинăсем лартмалли депосене юсассипе-тăвассипе çыхăннă.
Хăш-пĕр территори пайĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртессипе ĕçлесшĕн. Округ центрĕнче вара салтак памятникĕ умĕнче ĕмĕрлĕх çулăмне ялан çунмалла тăвасшăн.
— Проектсене хăвăра шанса, халăх шухăш-кăмăлне шута илсе палăртмалла, — тенĕччĕ округ администрацийĕн тата территори пайĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ пĕр канашлура округ пуçлăхĕ Леонард Левый. — Палăксемпе çыхăннă ĕçсене Майăн 9-мĕшĕччен, масарсен территорине тирпейлессине е ытти ĕç пурнăçлассине Çимĕкчен вăя кĕртмелле. Пĕтĕм проектсене сентябрь уйăхне кĕриччен вĕçлемелле.

