Кăçал округра 5 пушар тухнине регистрациленĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 5). Шел пулин те, пушарта 1 çын вилнĕ. Иртнĕ çул вилекен е сусăрланакан пулман.
Халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (1 тĕслĕх), электрооборудованисен юсавсăрлăхĕ тата вĕсемпе усă курас правилăсене пăхăнманни (2), кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăсни (1) — пушарсен тĕп сăлтавĕ пулса тăнă.
Пушар хăрушă. Вăл никама та, ниме те хĕрхенмест. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăх пушар вăхăтĕнче самантрах кĕле çаврăнать. Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ.
Пушар вăхăтĕнче хамăра мĕнле тытмалла? Чи кирли — хăранипе çухалса каймалла мар. Пушара сỹнтерме майсем тупмалла, çулăм сарăласран пушар чаçне çийĕнчех шăнкăравламалла. Алăкран тухма май çук пулсан чỹречерен тухмалла.
Халăхăн çакна пĕлмелле. Территори пайĕсенче çỹп-çапран, типнĕ курăкран тата çăтăр-çатăртан тасатас ĕç пынă вăхăтра уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулăр, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнăр. Сăмахран, çỹп-çапа 1 метр сарлакăш, 30 сантиметр тарăнăш чавнă шăтăкра е ятарлă контейнерта çунтармалла. Вырăн çурт-йĕртен е ытти сооруженинчен — 50 метр, чăрăшпа хыр йывăçĕсенчен — 100 метр, ытти йывăçсенчен 30 метр аякра пулмалла. Çунтарас вырăна 10 метртан 2-шер кĕреçе сарлакăш чавса çаврака тумалла. Çав вăхăтрах çумра пушар сỹнтермелли хатĕрсем пулмалла. Йĕркене пăссан пуçран шăлмаççĕ: уйрăм çынсен 5 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин, должноçри çынсене 20-30 пин, уйрăм предпринимательсен 40-60 пин, предприятисемпе организацисене 300 пинрен пуçласа 400 пин тенкĕ таран штраф тỹлеме тивет.
Пушар синкерĕ пирки ачасене те ăнлантармалла, вĕсене вутпа вылясран асăрхаттарсах тăмалла. Вĕрентекенсен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Унта-кунта тухнă чух ачасене çуртра питĕрсе е аслисемсĕр хăвармалла мар. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче ачасен пысăк пайĕ шкапа е кравать айне пытанса инкек тỹсет. Вĕсене пушар вăхăтĕнче сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса пĕлтермелле, çунакан çуртран хăвăрт тухмаллине ăнлантармалла.
Апрелĕн 10-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕрет. Çавна май кирек хăш вырăнта та тип курăкпа çỹп-çапа çунтарма, кăвайт чĕртме юраманнине асра тытар. Çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăссан граждансене 10 пин тенкĕрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 30-60 пин, уйрăм предпринимательсене 60-80 пин, юридика сăпачĕсене 400 пин тенкĕрен пуçласа 800 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.
Пушарта «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутран ачасен те, пĕлмелле.
Сергей САРДАЕВ,
Елчĕк муниципалитет округĕн пушар тĕрĕслевĕн тĕп патшалăх инспекторĕ.

