Чăх çăмартине йăваран эрнере икĕ хутран кая мар пуçтармалла. Унсăрăн çуркунне вăл сивĕпе сиенленме пултарать, çулла ăшă температури пысăкран инкубаци пахалăхĕ пăсăлать.

Йăвари çăмартана ăшă чухнех илмелле те сивĕнме таса, типĕ сулхăн пỹлĕме хумалла. Вĕсене йăвара вăрах вăхăт хăварсан чăхăн пусса ларас кăмăл çуралать, çавна пула çăмарта тума чарăнать. Унсăр пуçне хăш-пĕр чăхăн çакăн пек йăла пур — çăмартана таккаса шăтарать те çиет.
Енчен те йăва таса мар, нỹрĕ пулсан çăмартана микробсем, чир кăмписем лекеççĕ. Çапла çăмарта пăсăлать, чĕпĕ тĕвви (зародыш) вилет.
Инкубатора хумалли е чăх валли пусса лармалли çăмартана пĕр вăхăтра пуçтармалла. Çав тапхăртисене вырттарса упрамалла, хушăран çавăрмалла. Пỹлĕмри сывлăш температури 12 градус ăшăран ỹсмелле мар, нỹрĕк виçи 75-80: пулмалла.
Çакна та шута илмелле: тин тунă çăмартасене (çĕннисене) чĕпĕ кăларма хурсан шанăç пысăкрах. Чĕпĕсем те сывă пулаççĕ. Çăмартана вăрах упрани чĕпĕ сахал тухас, кун çути курнисем те вăйсăр пулас хăрушлăхпа çыхăннă.
Чăх е кăркка çăмартине 5-7 кунран ытла упранинчен чĕпĕ кăлармалла мар. Кăвакалăн 7-10 кунран ытла упрани юрăхсăр. Хур çăмартине 15 кунран ытла упрасан чĕпĕ кăларма юрамасть. Мускус кăвакалăн çăмартине вара 10-15 кун 18-20 градус ăшăра тытсан чĕпĕ аван тухассине палăртнă.

