Çак ятпа спектакль премьери апрелĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

Асăннă спектакль — пурнăç пĕлтерĕшĕ, чыспа тивĕç, туслăхпа юрату хăвачĕ çинчен каласа кăтартакан психологиллĕ драма. Ăна Раççей Федерацийĕн Геройне, пирĕн ентеше Николай Петров гварди аслă лейтенантне, халалланă. Ятарлă çар операцийĕнче тăнăç пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр кĕрешекен салтаксене çамрăк командир çĕнтерĕве çирĕп шанса пĕрлештерет, Раççей ывăлĕн çынлăхне, тĕрĕслĕхне кăтартать, тĕрлĕ халăх çынни пĕр тăванла кар тăни пысăк вăй пулнине ĕнентерет.

Пьсăна уйрăм çынна халалланă пулин те, тĕп герой кунта — СВОна хутшăнакансен пĕрлештернĕ сăнарĕ. Пĕтĕмпе вара 13 çын вылять. Николай рольне Александр Демидов артист калăпларĕ, сăнара питĕ ĕнентерỹллĕ уçса пачĕ. Ашшĕпе амăшĕн ролĕсенче — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеевпа Светлана Лукиянова.
Спектакле Ольга Тургай пьеси тăрăх Раççей Федерацийĕн, Азербайджан, Калмăк тата Тыва Республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Борис Манджиев лартнă.
Премьерăпа Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта, çавăн пекех округри ытти вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем пысăк йышпа паллашнă. Апрелĕн 4-мĕшĕнче «Паттăрсем вилмеççĕ» спектакль 2-мĕш хут иртнĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: спектакльти самантра Раççей Геройĕн Николай Петровăн рольне вылякан Александр Демидовпа Щегол рольне вылякан Григорий Петров артистсем. Николайăн ашшĕпе амăшĕ Алексейпе Олеся Петровсем Борис Манджиев режиссерпа.

