Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Ефросения Максимовна Мисякова вăл.
Явруç аппана 4 класс пĕтерсен малалла вĕренме пỹрмен. Вăрçă пуçлансан тетĕшĕсене фронта, ăна, аппăшĕсемпе пĕрле, Улатăр тăрăхне окоп чавма янă. Кайран Златоуста вăрман хатĕрлеме, унтан Орехово-Зуевăна торф, Свердловска тимĕр руди кăларма илсе кайнă.
Ефросения Максимовна вăрçă вĕçленсен колхозра вăй хунă. 1949 çулта пĕр ялти Ипатипе çемье çавăрнă, пилĕк ачана кун çути парнеленĕ.
Ĕçпе тыл ветеранĕ паян хĕрĕсен, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен тимлĕхĕнче. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен уçă-ха вăл, кил-тĕрĕшре пулăшма тăрăшать, ял хыпарĕсене пĕлсе тăрать. Округ хаçачĕн вулаканне редакци коллективĕ те сывлăх сунать.
Кинемее округ пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕн начальникĕ Валерий Афанасьев саламланă.

