
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев апрелĕн 22-мĕшĕнче черетлĕ «тỹрĕ лини» ирттерет. Вăл 11 сехетре пуçланать.
— Республика аталанăвĕ тата малашлăх плансем пирки калаçăпăр. Чи кирли — сирĕн ыйтусене хуравлăп. Мĕн хумхантарнине тĕплĕн сỹтсе явăпăр. Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ, — палăртать Олег Николаев МАХри каналĕнче.
Ыйтусене маларах Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă ярса пама е 8 (8352) 565-100 номерпе шăнкăравласа тăратма май пур. Эфир иртнĕ кун трансляци чатне çырма та пултаратăр.

