Совет халăхĕ фашистла Германие çапса аркатнăранпа 81 çул çитет. Çак событи пирĕншĕн кашниншĕн сăваплă, ирĕклĕхе тата пирĕн пуç çийĕнчи лăпкă тỹпене хỹтĕленĕ çынсен иксĕлми паттăрлăхне аса илтерни. Çулсерен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен шучĕ чакса пырать, вĕсен асне упрасси, çитес ăрусене парасси пирĕн тивĕç.
Эпĕ паян Патреккел ялĕн паттăрĕсем çинчен каласа кăтартасшăн. Ку ял маншăн ют мар. Кунта 1814 çулта манăн йăхташсем куçса килнĕ: атте енчи мăн асанне Татьяна Леонтьева, унăн тăванĕсем — Евдокимпа Никифор пиччĕшĕсен тăхăмĕсем (халĕ — Захаровсем).
Вăрçă никама та хĕрхенмен. Патреккел ялĕнчен тухса кайнă 285 салтакран 155-шĕ кăна каялла таврăнайнă. 130 ял çыннин пурнăçĕ вăрçă хирĕнче татăлнă. Хăрушă цифра çухатусен калăпăшне тата пирĕн çĕнтерỹшĕн тỹленĕ хака çирĕплетсе парать. Çак 130 пурнăçран кĕске çул тапхăрĕсем е пурнăçланман ĕмĕт мĕн чухлĕ пулнă-ши?
Патреккел çыннисене пирĕн анлă Тăван çĕршывăн пур кĕтесĕнчен те çара илсе кайнă. Вĕсенчен чылайăшĕ вăрçăччен ĕç шырама тухса кайнă. Уйрăмах Мускав облаçĕнчи Рошаль хулинче хими завочĕ тунă çĕрте нумаййăн ĕçленĕ, Новосибирска çĕнĕ çĕрсем çине куçармалли программăпа ăсатнă.
Хĕрлĕ Çарта 1939-1941 çулсенче 1917-1922 çулсенче çуралнă хĕрлĕ армеецсем, кĕçĕн командирсем тата рота командирĕсем тăнă. Вĕсен пурнăçĕ çапăçура кĕскелнĕ е вăрăм ĕмĕр çулĕсемпе паллă пулнă. Кайран хăрушă çулсен пĕтĕмĕшле летопиçĕн пĕр пайĕ пулса тăраççĕ.
Германи СССР çине виçĕ çар ушкăнĕпе тапăннă, вĕсен тĕрлĕ стратегиллĕ тĕллевĕсем — тĕп регионсемпе ресурссене ярса илесси, çакă вара совет çарĕсене малтанхи тапхăрта каялла чакма хистенĕ.
1942 çулхи çулла Патреккелне шăрăхра çулнă курăк шăршине кăна мар, Тăван çĕршывăн чĕнĕвне те илсе килнĕ. Нумай арçынна мобилизациленĕ. Вĕсен йышĕнче 149-мĕш стрелковăй дивизизире службăра тăракан вут-çулăм ăшне кĕнисем те пулнă: Владимир Иванович Арбузов, Константин Николаевич Алексеев, Никонор Степанович Борисов, Василий Ефимович Вершков, Гурий Платонович Воронцов, Зинон Степанович Енейкин, Валерий Павлович Орлов, Порфирий Викторович Теплов, Порфирий Филимонович Филимонов — обелиск çине касса çырнă ятсем халĕ пысăк, синкерлĕ истори пайĕ пулса тăчĕç.
Патреккелсене йышăннă дивизи Хĕвел анăç фронтне 1942 çулхи март уйăхĕн вĕçĕнче çитнĕ. Малтанхи кунсенчех вăл хаяр наступлени тата оборона çапăçăвĕсене хутшăннă. Вĕсемшĕн 1942 çулхи июль уйăхĕ уйрăмах юнлă пулнă. Хĕвел анăç фрончĕн сулахай флангĕн операцийĕ Воронеж еннелле хĕсекен тăшман тапăнăвне хытă чарса тăракан Брянск фрончĕн çарĕсене пулăшма тĕллев лартнă. Анчах тăшман тĕлĕрмен. Виçĕ уйăх хушши вăл хăйĕн позицийĕсене çирĕплетсе пынă, çирĕп оборона тытнă. Унта инженери укрепленийĕсем, танксене тата çынсене хирĕç кĕрешмелли чăрмавсем хатĕрленĕ. 61-мĕш çарăн сулахай флангĕнче, стрелоксен 149-мĕш дивизийĕ вырнаçнă çĕрте, уйрăмах йывăр пулнă. Çак 24 километр тăршшĕ йывăçсăр лаптăка, хĕç-пăшаллă вăйсен пур пайĕсем те çитме пултараканскере, тăшман пирĕн малалла каймалли чи шанчăклă çул тесе хакланă пулас, çавăнпа вăл питĕ вăйлă хĕç-пăшалланнă, танксене хирĕç тапăнма тĕплĕн хатĕрленнĕ.
Июлĕн 5-мĕшĕнчи ире 90 минутлăх артиллерипе авиаци çапăçăвĕпе пуçланă, 100-шер самолет тăшман позицийĕсене бомбăсем пăрахнă чухне тавралăх аслати кĕрленĕн илтĕнсе тăнă. Тăшманăн çирĕп хирĕç тăрăвĕ те пирĕн салтаксене тытса чарма пултарайман. Стрелоксен дивизийĕ, танк бригадисемпе артиллери пулăшнипе, тăшман оборонине çĕмĕрсе 5-6 километр малалла кĕнĕ. Çапах та çакă пысăк çухатусем патне илсе пынă — малалла кайма тăхтанă. Тăшман çарĕсем сăртлă Паленке, Кабала поселокĕсем тавра вырнаçнă. Стрелоксен 744-мĕш полкĕн, 241,1-мĕш сăрт çине тапăннăскерĕн, минометсемпе пулеметсенчен хытă пенĕ май хĕвел тухăç енчи тайлăмра, Анинно ялĕнчен 150 метр кăнтăралла, пытанма тивнĕ. 479-мĕш полк Кабалăна тытса илес тĕллевпе хаяр çапăçусенче юн тăкнă. Июлĕн 6-мĕшĕнче кăна поселок виçĕ хутчен пирĕннисен аллине куçнă. Пирĕн çарсене сывлăшран пулăшу паманни, çавăн пекех тăшман оборонине хирĕçле çапăçăва кирлĕ пек йĕркелеменни унчченхи кăткăс лару-тăрăва пушшех япăхлатнă.
Июлĕн 7-мĕшĕнче хаяр çапăçу вăхăтĕнче хĕрлĕ армеецсен пĕр ушкăнĕ уйрăмах паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем Анинно ялăн кăнтăр енчи темиçе дзота хупласа лартнă. Чи кирли вара — октябрĕн 5-мĕшĕнче персе антарнă пирĕн летчиксенчен пĕрне çăлса хăварни.
1942 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕнччен стрелоксен 149-мĕш дивизийĕ хăрушла çухатусем тỹснĕ: 374 салтак вилнĕ, 102-шĕ хыпарсăр çухалнă, 1451-шĕ аманнă. Вĕсем хушшинче — маларах асăннă пирĕн хăш-пĕр ентешсем те.
1942 çулхи июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче 20 сехет те 45 минутра тăшман Близново ялĕнчен Пленкпа Шестерки еннелле шуса тапăнма хăтланнă. Анчах та М-30 ракетăсен «ĕçĕ» тапăнăва чарса лартнă та пĕтернĕ. Шăпах çак хаяр çапăçусенче, Анинно ялĕ çывăхĕнче Патреккелсенчен чылайăшĕн пурнăçĕ татăлнă. Вĕсен ячĕсем, ытти пин-пин салтакăнни пекех, паттăрлăхпа палăрса ĕмĕрлĕхех асра юлчĕç. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хутшăннисен паттăрлăхĕ манăçмĕ. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнчи 149-мĕш стрелковăй дивизи историйĕ — паттăрлăх, çирĕплĕх палли. Унта кашни çапăçушăн, çĕнтернĕ кашни метр çĕршĕн юнпа тỹленĕ.
Петр КИРИЛЛОВ.
Шупашкар хули.

