Округ центрĕнчи Спорт çуртĕнче Елчĕк ялĕнчи йывăр атлетсене — Алексей Шляпина, Александр Кедрова, Сергей Кушманова асăнса йĕркеленĕ турнира шкул ачисем хутшăннă.
Çĕнĕ ятсенчен пьедестала «ылтăнланисем» çаксем: Вадим Баранов, Юрий Федотов, Никита Филимонов, Данил Купташкин, Артур Кузьмин. Вĕсене тата ытти пултаруллă атлетсене Александр Шляпин, Олег Клементьев, Кирилл Михайлов тата Кушмановсен çемйи хаклă призсем парса хавхалантарнă.

