Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парада хутшăннă

Парада хутшăннă

Пирĕн çĕршыв историнче 1941 тата 1945 çулсенчи çар парачĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Çĕнтерỹ парачĕ Совет Союзĕн 1941-1945 çулсенчи нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă вăрçине пĕтĕмлетнĕ. 1941 çулхи парад вара совет халăхĕшĕн чи йывăр тапхăрта иртнипе асра юлнă. 1945 çулхи Çĕнтерỹ парадне Елчĕк районĕнчен икĕ çын — Тỹскелĕнчи Николай Тихонович Мальцев тата Вăрăмхăвари Сильвестр Капитонович Носов — хутшăнни паллă. Тĕмер çыннисем вара 1941 çулхи çар парадне хăйсен ентешĕ Африкан Александров хутшăннипе мăнаçланма пултараççĕ.

А.Александров 1935-1937 çулсенче Хĕрлĕ Çар службинче тăнă. Ун хыççăн Мускавра НКВД органĕсенче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче Мускав хулинче шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсенчен йĕркеленĕ истребительнăй полкăн 3-мĕш батальонĕнче службăра тăнă, виçĕ хутчен фашистсен тылĕнче пулнă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕшĕнче 15 хĕрлĕ армеецран тăнă ушкăнсен комиссарĕ тата командирĕ пулнă. Виççĕмĕшĕнче истребительнăй батальон йышĕнче пулеметчик пулса çапăçнă. Батальон боецĕсем тăшман тылĕнче автомобиль тата чугун çулсене минăсем хурса сирпĕтнĕ, çыхăну линийĕсене аркатнă, тăшманăн пĕчĕк ушкăнĕсене хирĕç тăнă.

Тăшмана Мускав патĕнчен хăваласа ярсан НКВД органне таврăннă, хулари йĕркелĕхе сыхланă. Ăна «Мускава хỹтĕленĕшĕн» медальпе, Отечественнăй вăрçăн II степень орденĕпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн салтак тăван тăрăха таврăннă — «Новая жизнь» колхоз председателĕнче, ял Канашĕн секретарĕнче тăрăшнă. Хастар комбайнер пулнипе те палăрнă вăл.

1957 çулта çемйипе Свердловск облаçĕнчи Турин районне куçса кайнă.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code