Елчĕкри тĕп вулавăшра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин округри уйрăмĕн 36-мĕш конференцийĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне округ пуçлăхĕ, партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонард Левый, депутатсем, партин политсовет членĕсем хутшăннă. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă хыççăн пухăннисем партин регионти 37-мĕш конференцине делегатсем суйланă.

