Округра Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем нумай иртеççĕ. Библиотекăсенче ĕçлекенсем те вĕсене чылай маларах пурнăçа кĕртме пуçланă.
Пĕтĕм Раççейри «Блокада çăкăрĕ», «Çĕнтерỹ чỹречисем», «Вилĕмсĕр полк», «Эпĕ астăватăп! Эпĕ мухтанатăп!» тата ытти акцие хутшăнса вулавăш ĕçченĕсемпе кĕнеке тусĕсем Аслă Çĕнтерĕвĕмĕрпе мăнаçланнине, вăл яланах астăвăмра пулассине çирĕплетрĕç. Хăш-пĕр мероприятие онлайн мелĕпе ирттернĕ пулсан та унăн витĕмлĕхĕ те, пĕлтерĕшĕ те чакас çук. Кĕнекесен тематикăлла куравĕсенче Раççей çыннин паттăрлăхне, пархатарлăхне, чысне кăтартакан литературăпа паллашма май пур.
Апрелĕн 24-мĕшĕнче округри 8 библиотекăра «Çĕнтерỹ диктанчĕ» акци иртрĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмрисем, пĕтĕмпе 162 çын хутшăннă унта.
Тĕп мероприятисене çак уйăхра ирттерме палăртатпăр: «Книжный марш Победы» акци, «Пысăк вăрçăн пĕчĕк паттăрĕсем» астăвăм сехечĕ, «Пуриншĕн те пĕр Аслă Çĕнтерỹ» тĕл пулу каçĕ, «Иртнĕ кунсен сăваплă аса илĕвĕ» истори сехечĕ тата ыт. те.
Майăн 9-мĕшĕнче, тĕп уяв кунĕ, пирĕн вулавăш ĕçченĕсем фотозона, «Салютсемпе сăрлатпăр Çĕнтерĕве» артплощадка хатĕрлĕç, «Çĕнтерỹ моди: вăрçăран — мирлĕ пурнăçа» ятпа 1945-1950 çулсенчи кĕпе-тумтирпе паллаштарĕç.
Алина ПЕТРОВА,
тĕп вулавăш директорĕ.

