Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăвăсран асăрханăр

Сăвăсран асăрханăр

Сăвăссем вăрманта кăна мар, пахчара та тапăнаççĕ. Çак хурт-кăпшанкă ытларах йывăç, пысăках мар тĕмсем çинче пурăнать. Чылай чухне çулнă курăк çинче нумай вĕсем. Килти чĕр чунсемпе выльăхсенчен те çынна куçма пултарать. Малти урисемпе çыннăн тумтирĕ е выльăх-чĕрлĕх çине çакланаççĕ те ỹт-тирĕн çемçе пайĕсем çине (хăлха хыçне, мăй çине, хул айне, пĕркеленчĕксене) çыпçăнса лараççĕ, юн ĕмме пуçлаççĕ.

Сăвăсран мĕнле сыхланмалла-ха? Чи малтанах вăрмана е парксемпе сад пахчисене каяс умĕн ỹт-тире лайăх хуплакан тумтир, атă-пушмак тăхăнмалла, шăлавар вĕçĕсене нуски кунчине чикмелле, кĕпе аркине те шăлавар пиçиххийĕпе лайăх çыхмалла. Çавăн пекех тумтир çаннисем те тачă пулмалла. Вăрманта, парксенче уçăлса çỹреме çутă тумтир тăхăнни вырăнлă, мĕншĕн тесен çутă тĕс çинче сăвăса часах асăрхама пулать. Пуçа калпак тăхăнмалла е тутăр çыхмалла. Киле таврăнсан тумтире тĕплĕн тĕрĕслемелле, сăвăс пытанса ларман-и унта? Сăвăссенчен ятарлă аэрозольсемпе сыхланма пулать. Вĕсене уçăлма кайиччен тимтир çине лайăх сирпĕтмелле. Сăвăс энцефалит вирусне ертме пултарать. Çавăнпа туристсене, сăвăс ерес хăрушлăх кăларса тăратакан вырăна çỹрекенсене ятарлă прививка тутарма сĕнетпĕр.

Сăвăс ỹт-тире тăрăнчĕ пулсан тỹрех хăраса-шикленсе ỹкмелле мар, юн ĕçенрен хăвăртрах хăтăлма тăрăшмалла — çийĕнчех тухтăрсенчен пулăшу ыйтмалла. Сăвăса пусса вĕлерме юрамасть. Кун пек чухне унри пĕтĕм наркăмăш çын организмне кайма пултарать. Юн ĕçене пинцетпа е марльăпа тытмалла та ỹтрен çавăрттарса пăрса кăлармалла. Ăна тỹрех туртса илмелле мар — пуçĕ татăлса юлма пултарать. Сăвăса ỹтрен кăларнă хыççăн алăсене супăньпе лайăх çумалла, сурана йодпа е спиртпа сĕрмелле.

Светлана ПЕТРЯНКИНА,
Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн
начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code