Хăвăлçырма ялĕ Кивкас урамĕнчен пуçланать. Пĕрремĕш кил — Казаковсен. Унта чунпа та, сăнпа та илемлĕ Люся аппа пурăнать. Çуллахи вăхăтра кил-çурчĕ ачасен сассипе тулать.

Люся аппапа иртнĕ кунсенче тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. Хăйĕн иртнĕ тапхăрти кун-çулĕ пирки кăмăллăн аса илчĕ вăл…
Мăшăрĕпе — Владимир Сергеевичпа — 43 çул шăкăл-шăкăл пурăннă. Пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Зоя йăмăкĕн Алена хĕрĕ тăлăха юлсан ăна та хăйсен хỹттине илнĕ. Сергей, Алексей, Наталия, икĕ Алина аслă пĕлỹ илсе тĕрлĕ вырăнта хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем Санкт-Петербургра, Шупашкарта тĕпленнĕ, Полина хĕрĕ Кỹлпуç ялĕнче пурăнать.
Анчах пурнăçра шуррипе пĕрле хури те çỹрет. 2014 çулта Казаковсен çемйи пысăк çухату тỹсет: савнă мăшăрĕ тата юратнă ашшĕ Володя ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Йывăр вăхăтра уншăн тăванĕсем яланах тĕрек пулнă.
Люся аппа çак ялтанах. Кирилпа Анастасия Николаевсен çемйинче 7 пĕр тăван хушшинче ỹснĕ. Вăл — чи асли, ыттисене тĕслĕх кăтартаканĕ. Шкулта та лайăх вĕреннĕ, кил-хуçалăхра та — пĕрремĕш пулăшакан. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пальто илмелĕх укçа-тенкĕ пултăр тесе ялти фермăна дояркăна вырнаçнă.
— Те ĕçĕ кăмăла кайнăран, те ял пурнăçĕ килĕшнĕрен — Хăвăлçырма ялĕнчех ĕмĕрĕме ирттертĕм, — сăпайлăн калаçăва тăсать хĕрарăм. — Мăшăрăмпа ир-ирех тăрса фермăна утаттăмăр. Вăл скотник пулса ĕçлетчĕ. Аслă хĕр, Полина, кĕçĕннисене шкула тумлантарса илсе çỹретчĕ. Ачасем çинчен усал сăмах илтмен эпĕ. Аван вĕренетчĕç, Наташăпа Алексей вара шкула «5» паллăсемпе кăна вĕçлерĕç. Хальхи вăхăтра иккĕшĕ те вĕрентỹ ĕçĕнче тăрăшаççĕ.
Люся аппа пушă ларма юратмасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать вăл, çуллахи тапхăрта çырла-кăмпана çỹресси канлĕх уншăн. Сасси уçă пулнăран ялти чиркỹре кĕлĕ вулакан та вăлах.
— 37 çул фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм, «Ĕç ветеранĕ» ята илтĕм, — йăл кулса пуплет 76 çулхи Людмила Кирилловна. — Ватлăхра тĕрек ачасем, мăнуксем пуласса шансах тăратăп. Манăн 13 мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Вĕсен йышĕ ỹсме кирлех.
Чăнах та, Люся аппа юратнă анне те, ăш пиллĕ асанне те, кăмăллă кукамай та. Ватлăхĕ канлĕ пултăр унăн, çывăх çыннисен юратăвĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр.
Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи.

