Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăмăртусенче

Ăмăртусенче

ЯЛ ВĂЙЙИСЕМ

Красноармейскинче республикăри ял спортсменĕсен вăййисенче Елчĕксем те вăй виçнĕ, 4-мĕш пулнă. Уйрăммăн — механизаторсен 3 енлĕ тупăшăвĕнче Кĕçĕн Таяпари Бориспа Вадим Головинсем çĕнтерỹçĕ ята, çемьесен ăмăртăвĕнче Елчĕкри Портновсем 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

МАС-РЕСТЛИНГ

Чăваш Ен чемпионачĕ ЧПУн спорт комплексĕнче иртнĕ. 80 кг çитичченхи виçере Семен Львов (Шăмалак), Павел Окружнов (Чăваш Тăрăмĕ) бронза медальсене çĕнсе илнĕ.

ИРĔКЛĔ МЕЛ

кĕрешĕвĕн уçă турнирне «Улăп» ФОК директорĕн Иван Егоровăн парнисемшĕн йĕркеленĕ. 12 хулапа округран 160 атлет хутшăннă. Елчĕксенчен 1-мĕш вырăна Михаил Миллин тухма пултарнă.

ЙĔЛТĔР

спортĕнче те палăрнă ентешсем. Роман Ильинпа (Елчĕк шкулĕ) Мария Яковлева (Аслă Елчĕк) Тутарстанри Çĕпрел округĕнчи ăмăртура çĕнтернĕ. Хăйĕн ỹсĕмĕнче Александра Шахеева (Елчĕк) — 2-мĕш.

СПАРТАКИАДА

Елчĕкри «Улăп» ФОКра Германире тата Чехословакире службăра тăнă ветерансен канашĕ черетлĕ спартакиада ирттернĕ. Пăшалтан тĕл перессипе, шывра ишессипе, кире пуканĕ йăтассипе, дартс вăййинче 1-мĕш вырăна çаксем йышăннă: В.Мясников (Тăрăм), Ю.Порфирьев (Курнавăш), Валерипе Юрий Петровсем (Тỹскел), Г.Павлова, В.Соколов (Елчĕк), М.Акимова (Яманчỹрел).

Унтах организацие «2022 çулхи республикăри чи лайăх уйрăм» куçса çỹрекен вымпелпа чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code