Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăçа асăнса

Пулăçа асăнса

Патреккел ялĕнче пурăннă пулăçа тата сунарçăна Николай Алексеевич Петрова халалласа пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

«Прогресс» хуçалăхăн садĕнчи кỹлĕре иртнĕ ăмăртăва пулă тытма юратакан Патреккелĕнчи, кỹршĕ ялсенчи тата районсенчи пулăçсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕсем. «Чи нумай пулă тытакан» номинацире Михаил Клементьев, «Чи пысăк пулă тытакан» номинацире Николай Петров (Патреккел) çĕнтерчĕç. Чи вĕтĕ пулă Илья Долгов (Патăрьел районĕнчи Алманчăран) вăлтине çакланчĕ. Пĕрремĕш пулă хуçи Владимир Доброхотов пулса тăчĕ. Алексей Воронцов (Патреккел) пуринчен малтан пăр çинче шăтăксем шăтарса мала тухрĕ. Вĕсене пурне те парнесемпе чысларĕç.

Ăмăртура чи çамрăк тата чи аслă пулăçсене те уйăрса хăвармарĕç — Акчелĕнчи Олег Николаев, Патреккелĕнчи Владимир Доброхотов уйрăм призлă пулса тăчĕç.

Патреккел халăх хорĕн ертỹçи Геннадий Борисов, Борис Клементьев, Валерий Левый хор членĕсем, Юрий Петров, Аслă Eлчĕкри хастар пулăçсем Владимирпа Виталий Ореховсем ăмăртăва хутшăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Ăмăрту вĕçленсен унта хутшăннисем пулăпа какай шỹрпипе сăйланчĕç.

Пулăçсен ăмăртăвне Н.Петровăн ывăлĕсемпе тăванĕсем йĕркеленĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code