Вăрнарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри уçă турнирне йĕркеленĕ.
Хусантан, Ульяновскран, Йошкар-Оларан, Чăваш Енри 12 хулапа округран хутшăннă 200 атлет хушшинче Елчĕксем те палăрнă. Константин Миллин тренерăн вĕренекенĕсем — Михаил Миллин (Елчĕк) чемпион ятне, Богдан Сметанинпа Богдан Юнкеров (Лаш Таяпа) бронза медальсене çĕнсе илнĕ.
Канашра А.Ю.Афанасьев тĕнче класлă спорт мастерĕн призĕсемшĕн те питĕ нумай спортсмен кĕрешнĕ. Аслă Елчĕкри Арсений Адюков (тренерĕ — Сергей Александров) хăйĕн виçе категорийĕнче 17 атлет йышĕнче 3-мĕш вырăна тухни пысăк çитĕнỹ.

