Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Типĕ курăка ан çунтарăр!

Типĕ курăка ан çунтарăр!

Этем çут çанталăкри пысăк инкексене (çĕр чĕтренни, вулкан пĕрĕхни, тайфун алхасни) хирĕç тăрайманни паллă.

Пирĕншĕн чи хăрушши — пушар. Унпа кĕрешме пултаратпăр-ха, анчах нумай чух хамăрăн тимсĕрлĕхе пула вуншар çул пуçтарнă мĕн чухлĕ пурлăха çухататпăр. Çын вилнĕ е сусăрланнă тĕслĕхсем те кашнине тарăн шухăшлаттарма тивĕç. Кунта яланхи сăмахсенех палăртатпăр: «асăрхануллă, тимлĕ пулмалла». Округри ялсенче тухнă вут-кăвар синкерĕ йăлтах уйрăм çынсемпе çыхăннă.

Апрелĕн 10-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕнĕ, Çавна май кирек хăш вырăнта та типĕ курăка, çỹп-çапа çунтарма юрамасть. Вăрмансене кĕме те чарнă. Йĕркене пăхăнмасан граждансене 10 пин тенкĕрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене 30-60 пин, уйрăм предпринимательсене 60-80 пин, юридика сăпачĕсене 400 пин тенкĕрен пуçласа 800 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Пушарта «01», карас телефонĕ урлă «101» е «112» номерсемпе шăнкăравламаллине кашнин пĕлмелле.

Василий ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code