юбилей ячĕпе тивĕçлĕ сумласси ырă йăлара. Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Валентина Филиппова çак кунсенче 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна Лаш Таяпа территори пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Тайпи» фольклор коллективĕн членĕсем саламланă. Сергей Павлов Валентина Александровнăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткипе тата парнепе хавхалантарнă.

