Чăваш Енри патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен 24-мĕш спартакиади пирĕн округа бронза медаль «парнеленĕ».
Ăна шахматла выляса округ администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Олег Андронов çĕнсе илнĕ. Ентешсем çавăн пекех шывра ишессинче те, сĕтел çи теннис вăййинче те япăх мар ăмăртнă.

