
Округра çамрăк армеецсен икĕ куна пынă «Зарница 2.0» çарпа спорт вăййисем вĕçленнĕ.
Сакăр ăмăртупа конкурсра вăй-хал тата ăс-тăн пултарулăхне кăтартса вăтам тата аслă ушкăнра та 1-мĕш вырăнсене Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти кадетсем çĕнсе илнĕ. Аслă Елчĕксемпе Курнавăшсем 2-мĕш, Çирĕклĕ Шăхальсемпе Лаш Таяпасем — 3-мĕш.
Елчĕксене республикăри финал вăййисенче те ăнăçу сунатпăр.

