«Колоновидная» пан улми лартса пăхас кăмăл пур. Ун çинчен çырса кăтартаймастăр-ши?
Колонна еверлĕ ỹсекен (колоновидная) улмуççине пĕчĕкренех тĕрĕс пăхмалла. Çимĕç пама пуçланă тĕле эпир ăна мĕнле курасшăн, çавна шута илсе йывăçăн формине йĕркелемелле. Енчен те пĕр турат çеç ỹстерсен унран пĕр витре пан улми татма пулать. Çимĕç ытларах илес тесен айккинчи туратсене аталантарма май пур: турат пуçламăшĕнчен тăватă папка хăвармалла, ун хыççăнхисене темиçе папкине касмалла. Унран туратланса тухать. Вăл хăйне евĕрлĕ формăланса çỹлелле ỹсет, тухăçĕ икĕ хут ытларах пулать. Колонна еверлĕ улмуççи икĕ метра яхăн ỹсет. Туратланса çитĕнтернине — пĕрре, пĕр туратран ỹстернине çур метртан лартмалла. Çак культура пĕчĕк пахча валли лайăх: вырăн сахал йышăнать. Ăна карта çумĕнче тăршшĕпе лартса ỹстерме аван. Çак улмуççин тымарĕ тарăна каймасть. Çавăнпа сыхланмалла, йĕри-тавра чавмалла мар. Пирĕн республикăра «Президент» сорт аван ỹсет, çимĕçĕ тутлă, «Штрейфлинг» сорт евĕрлĕ.

