
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи теми чылай поэт-прозаика тата драматурга алла ручка тытма хистенĕ. Ку произведенисенче хаяр çапăçусемпе салтаксен паттăрлăхĕ, тылри ĕçченсен хастарлăхĕ, совет халăхĕн парăнманлăхĕ туллин сăнланнă.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерĕ» роман кун çути курнă. Вырăсларан чăвашла ăна Вера Александровăпа пирĕн ентеш Евгений Турхан куçарнă.
Тĕп сăнар — Веселина Кузнецова (Ваçиле) — «çын çиен» тĕрмере ларать. Ача вĕлерекен тесе айăплаççĕ ăна. Çав вăхăтрах унăн пысăк юратăвĕ те, чăваш хĕрарăмĕн çирĕплĕхĕпе ĕçченлĕхĕ те курăнать. Тĕплĕн пĕлес тесен кĕнекене алла илес пулать…

