Ĕненекенсемпе ытти çынсем ыйтнисене ăнлантарса каланисем.
Чиркỹре мĕн чухлĕ тăмалла?
Чиркĕве кĕлĕ пуçланиччен пымалла, кĕлĕ вĕçленсен тин, васкамасăр, тухмалла. Ĕненекенсем авал, выльăх пусса, ăна Турра парне кỹнĕ пулсан, хальхи ĕненекенсен парнийĕ — вĕсем чунтанах кĕл туни. Этем мĕн чухлĕ ỹкĕнерех кĕл тăвать — унăн парни Турăшăн çавăн чухлĕ юрăхлăрах пулать.
Тăма вăй-хал çук этемĕн кĕлĕ вăхăтĕнче ларма юрать-и?
Кун пирки Мускав архиерейĕ Филарет çапла каланă: «Тăрса ура çинчен шухăшличчен, ларса Турă çинчен шухăшлани лайăхрах», — тенĕ. Апла пулин те Евангели вуланă чух пурин те ура çинче тăмалла, тăма вăй çитейменнисене ыттисен тытса тăрса пулăшмалла.
Пуç тайнинче, пуç çапнинче, кĕлĕре чи кирли мĕн?
Пикенсех пуç тайни те, ỹксе пуç çапни те, сăхсăхса кĕл туни те хăйсем тĕллĕн ниме те пĕлтермеççĕ. Этемĕн ăсĕпе, чун-чĕрипе ялан Турă патне çĕкленсе тăмалла. Турра аса илеймесĕр иртен пуçласа каçчен кĕл туса пуç çапнинчен те усси пулмĕ, ку вăл кĕлĕ йăли-йĕркине туни çеç. Çапла кĕл туни усă кỹмĕ кăна та мар, Турă умĕнче çылăха кăна кĕртет.
Турăшсемпе святойсен сăнĕсене епле чуптумалла?
Çăлаканăмăрăн Таса турăшĕ умне пырсассăн, Унăн урисене чуптумалла, Турă Амăшĕпе святойсенне — аллисене. Çăлаканăмăрăн алăпа ỹкермен сăнне, çавăн пекех святой Иоанăн сăнне чуптунă чух тутапа вĕсен çỹçне сĕртĕнмелле.
Турăш умне лартнă çурта мĕне пĕлтерет?
Çурта, просфора пекех, юнсăр парне шутланать. Çурта çулăмĕ — ĕмĕр вĕçленми вăхăтăн символĕ. Ĕлĕкхи çын, Авалхи Сăмах Чиркĕвĕн ĕненекенĕ, пусса тирпейленĕ выльăхăн ăш çăвне, унăн çăмне тĕппипех çунтарса кỹмелли парне вырăнĕ çине пырса хунă. Халĕ ĕнтĕ эпир чиркĕве выльăх-чĕрлĕх çавăтса пымастпăр, выльăх вырăнне, çурта туянса лартатпăр.
Мĕн пысăкăш çурта лартсан аванрах?
Турра пуç çапма килнĕ этемĕн çурти пысăк е пĕчĕк пулнине пăхса тăмалла мар. Чун-чĕрỹне Турăшăн мĕн чухлĕ ытларах уçатăн — пĕчĕк çуртапа та Унăн ырăлăхне çавăн чухлех илетĕн, чун-чĕрỹ Турăшăн уçăлман чухне вара питĕ пысăк çуртан та пĕлтерĕшĕ çук. Паллах, пуян çын, укçи-тенки пур этем пĕчĕкçеççĕ çурта кăна лартни вăл хытнине, Турра хисеп туманнине çеç пĕлтерет. Çынни чухăн пулсассăн, унăн чĕри Турăшăн çунсах тăрать пулсассăн, унăн кĕллийĕ Турăшăн темле пысăк çурта лартнинчен те юрăхлăрах.
«Христос çыннин мĕн пĕлмелле?» кĕнекерен.

