Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем Президент ăмăртăвĕсен республикăри тапхăрĕнче вăй виçнĕ.
Спортăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче, çăмăл атлетикăра, теори конкурсĕнче, хутăш эстафетăра тупăшса вĕсем 15 командăран 4-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăм зачетсенче Матвей Миллинпа Арсений Канжелев — 1-мĕшпе 2-мĕш.

