Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ агропромышленностькомплексĕнчи предприятисемпе организацисен 2025 çулхи производствăпа финанс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх ĕçлекенсене I степень дипломпа тата укçан премипе хавхалантарма йышăннă. Вĕсем çаксем:
«Победа» сахал яваплă общество (директорĕ — Н.А.Головин). Кунта ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕсем комплекслă аталаннă тата 2025 çулхи экономика кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.
«АСК-Яльчики» сахал яваплă общество (ертỹçи — Ю.В.Галкин). Кунта 2025 çулхи ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем чи пысăкки пулнă.
«Победа» сахал яваплă общество (директорĕ — Н.А.Головин). Кунта 2025 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем чи лайăххи пулнă.

