Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» çĕнетнĕ проектпа килĕшỹллĕн мобильлĕ «Сывлăх пуйăсĕ» ĕçлеме тытăннă.
Асăннă проект икĕ юхăмпа пурнăçланĕ: тухса çỹрекен бригадăсем тата стационарти «Сывлăх пункчĕсем». Кашни эрнерех тĕп клиника бригадисем округ больницисене кайĕç. Июнĕн 1-мĕшĕнче «Ача-пăча тухтăрĕ» проект пуçланнă. Специалистсем пирваях пациентсене Улатăрта йышăннă. Тепĕр виçĕ кунтан «Кардиопуйăс» çула тухнă. Республика кунĕнче вара стационарти «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлеме тытăнĕç.

