Çурхи вăрман культурин тапхăрĕнче Чăваш Енри 11 вăрманлăхра 150 гектар хунав лартнă. Ку пĕлтĕрхинчен 23 процент ытларах.
Асăннă ĕçе тумашкăн патшалăх пулăшăвĕпе килĕшỹллĕн техника та туяннă. Çак тĕллевпе 2026 çулта 25 миллион тенкĕ уйăрнă, вăрман патрулĕн пĕчĕк 3 комплексне илнĕ, çавăн пекех пушар автоцистерни илсе килме палăртнă. Унсăр пуçне вăрман пушарĕсенчен сыхламашкăн пилотсăр вĕçекен 14 аппаратпа («Геоскан-801») усă кураççĕ.

