Елчĕкри стадион-плошадкăра Паттăрлăх орденĕн кавалерне Владимир Васильевич Орлова асăнса футбол вăййине юратакансен 3-мĕш турнирне йĕркеленĕ.

Ăмăртăва уçма хутшăннисем — округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Роберт Григорьев, «Улăп» ФОК директорĕ Иван Егоров, паттăрăн амăшĕ Людмила Орлова, пĕрремĕш вĕрентекенĕ Зоя Ефремова спортсменсене саламланă май, çĕршыв хỹтĕлевçин кун-çулĕнчи паллă самантсене ăшшăн аса илнĕ.
Турнирта (8х8) çичĕ команда тупăшнă. Кашни тĕл пулу çивĕч иртнĕ, çакă вăйăсем ытларах никам çĕнтерейменнинчен е пĕчĕк шутпа вĕçленнинчен те курăнать. Çапах та очкосен шайлашăвĕ «Ретро-Елчĕк» командăна çĕнтерỹçĕ çулĕ çине кăларнă. Финалта вăл Аслă Пăла Тимешсемпе Кĕçĕн Таяпасен пĕрлехи «Туслăх» ушкăнне парăнтарнă. Лаш Таяпасем — 3-мĕш вырăнта.
Йĕркелỹçĕсем чи пултаруллисене те палăртмасăр хăварман: Александр Ган Жерли, Владимир Викторов («Туслăх»), Алексей Воронин (Лаш Таяпа), Геннадий Кириллов («Ретро-Елчĕк») ятарлă кубоксене тивĕçнĕ. Асăну турнирĕ çỹллĕ шайра иртнин сăлтавĕ — Орловсен çемйин тỹпи. Мала тухнисене вĕсем дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе чысланисĕр пуçне, çĕнтерỹçĕ командăна тĕп призпа — чĕрĕ такапа хавхалантарнă, пĕтĕм футболист тутлă шỹрпепе сăйланнă.

