Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уголовлă ĕç пуçарнă

Уголовлă ĕç пуçарнă

Чăваш таможнин посчĕн ĕçченĕсене полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата взятка илнĕшĕн айăпланă.

2023 çулхи чỹк уйăхĕнчен пуçласа 2026 çулхи çу уйăхĕччен таможня тытăмĕн 2-мĕш уйрăмĕн ĕçченĕсем, пĕр-пĕринпе калаçса татăлнăскерсем, «MAZDA» автомобильсен докуменчĕсене йĕркеленĕ чухне даннăйсене юри тĕрĕс мар çырнă, тулли комплектацие кăтартман, документсен экспертизине ирттерме çырса паман. Çавна пула транспорт хатĕрĕсен таможня хакĕ чакнă. Çакăншăн вĕсем пысăк взятка илнĕ. Фигурантсене 7-рен пуçласа 12 çул таран çирĕп режимри юсану колонийĕсенче ирĕкрен хăтарма пултарĕç, çавăн пекех пысăк штраф тỹлеттерĕç, вĕсен патшалăх службинче должность йышăнма май пулмĕ, пурлăхне туртса илĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code