Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисем хăйсен уявне çулсерен паллă тăваççĕ.
Кăçалхи мероприяти организаци йĕркеленнĕренпе 81 çул çитнипе çыхăннă. Пирваях ветерансен вырăнти канашĕн ертỹçи Николай Павлов пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, ГСВГ ветеранĕсен республикăри союзĕн председателĕ Андрей Кудряшов тата ыттисем ĕнерхи салтаксен хастарлăхĕ паян та чакманнине палăртнă. Нумайăшĕ вĕсенчен Хисеп хучĕсене, асăнмалăх парнесене тивĕçни çакна çирĕплетниех.

