Çав çулхи ирхине, вырсарникун, хĕвел унчченхиллех хĕрхенмен хăйĕн пайăркисене. Садсенче шăпчăксем юрланă. Вăйăран кĕнĕ яш-кĕрĕм ыйха анчах путнă-ха…

85 çул каялла, июнĕн 22-мĕшĕнче, хăнăхнă ырă пулăмсене сирсе радиопа Юрий Левитан дикторăн хулăн сасси янăраса кайнă — нимĕç фашисчĕсем совет çĕрĕ çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнине пĕлтернĕ.
Хурлăхлă çак пулăма асăнса Елчĕкри салтак палăкĕпе Ĕмĕрлĕх çулăмĕ умĕнче митинг иртрĕ. Унта сăмах илнĕ май округ пуçлăхĕ Леонард Левый çакна палăртрĕ:
— 1418 талăка пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьене, кашни çынна пырса тивнĕ. Пирĕн районтан кăна ирсĕр фашизма хирĕç çапăçма 8 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. Пĕтĕмпе вара 27 миллион совет çыннин пурнăçĕ татăлнă, пин ытла хулапа ял ишĕлчĕке çаврăннă. Çулсем иртнĕ май асаттесемпе мăн асаттесен паттăрлăх çулĕ çине çĕнĕ ăрусем тăчĕç: Афганистан, Çурçĕр Кавказ, Сири, халĕ тата -Украинăри ятарлă çар операцийĕ. Шел, вăрçă çухатусăр мар, анчах çĕнтерỹ пирĕн енче пулассинче иккĕленместпĕр. Пирĕн вăй — пĕрлĕхре. Никама та манман, нимĕн те манăçман.
12 сехет те 15 минутра çĕршывра, çавăн пекех Елчĕкри тĕп лапамра та шăплăх минучĕ иртрĕ. Пуçтарăннисем Ĕмĕрлĕх çулăмĕ умне чечексем хучĕç.
…Пире пурне те мирлĕ пурнăç кирлĕ. Кашни кил-çурта ырă хыпар кăна кĕтĕр, кашни ача пит-куçĕнче савăнăç кулли вылятăр.

