Тумламсенчен тăрать-çке пĕлĕт,
Тĕтре — пин сывлăм пĕрчинчен.
Раççей çĕршывĕ питĕ ирĕк —
Тăрать пин-пин вак халăхран.
Пирĕн ялан пĕрле пуласчĕ,
Упрасчĕ çирĕп туслăха.
Пĕр тĕвĕре чух эпир вăйлă,
Хăватлă — çирĕп çыхăра.
Чăваш-и, е тутар, е мăкшă…
Пуриншĕн тĕп тĕрев — Мускав!
Раççей çĕршывĕ анлă, вăйлă
Ун халăхĕ кар тăнăран.
Зинаида ПАТШИНА.
Аслă Елчĕк.

