Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Алексеев — тавра пĕлỹре чи тухăçлă ĕçлекенсенчен пĕри.

Вулакан ăна малтанах округ хаçачĕн аксакалĕ пулнипе лайăх пĕлет: редакцире корреспондент, яваплă секретарь, тĕп редактор пулса вăл 40 çула яхăн вăй хунă. Калемĕ халĕ те çивĕч-ха унăн — статьясем пичетлесех тăрать.
Николай Васильевич «Елчĕк тăрăхĕ», «Яльчикский район. Краткая энциклопедия», «Крылатая молодость» кĕнекесене хатĕрленĕ ĕçе хастар хутшăннă, 20 яхăн авторăн сăввисен, тавра пĕлỹпе меслетлĕх брошюрисен калăплавçи тата редакторĕ. Тăван Тĕмер ялĕпе тата унăн çыннисемпе çыхăннă 5 кăларăм авторĕ те вăл.
Унăн тĕпчев уçлăхĕнчи иксĕлми пултарулăхне юлашки ĕçĕ — çу уйăхĕнче «Чувашия» издательствăпа полиграфи комплексĕнче пичетленсе тухнă «След на земле» («Çĕр çинчи йĕрĕмĕр») краеведени кăларăмĕ туллин çирĕплетет. 495 страницăллă (!) паха хутран хатĕрленĕ ăс-хакăл çимĕçĕ Вячеслав Захаровăн «Килĕрех хăнана Тĕмере!» гимнĕпе уçăлать. Тепĕр страницинче Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникне Инесса Вороновăна сăмах панă: унăн «Иртнисĕр пуласлăх çук» статйи кĕнекен пĕтĕмĕшле шухăшĕ патне илсе пырать те.
«Тĕмер ялĕн тулли энциклопедийĕ» (издание çапла хаклас килет, — ред.) 8 пайран тăрать. Вĕсемпе паллашнă май кашнинчех цифрăсемпе, фактсемпе туллин усă курни куç тĕлне пулать. Çакă автор архивсенчи документсемпе, историксен статйисемпе нумай ĕçленине çирĕплетет. Ялти чиркỹре упранакан материалсене те самаях шĕкĕлченĕ вăл. Архивсенчи çырусене вара чăвашла куçарсан вĕсен пĕлтерĕшĕ чакнă пулĕччĕ. Николай Васильевич та вăл çул çине тăман. Çавăнпа кĕнекере вырăсла чылай статья пурринчен тĕлĕнмелли çук. «Мемориал», «Подвиг народа» тата ытти патриотла сайтпа нумай ĕçленĕ.
Тĕпчевçĕ хускатман тема хăварман та пулĕ. Ял, шкул, пĕрлешỹллĕ хуçалăх, чиркỹ, ытти объект, паллă çынсем… Спортсменсене те сахал мар страница уйăрнă.
«Солдаты от Петровских времен до современных дней» пай пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Николай Васильевич, округ хаçатĕнче те патриотика тематикине çутатаканскер, кунта 27 материал вырнаçтарнă. 1747 çулта рекрутсен йышне илнĕ Актымен салтакăн шăпипе паллаштарнинчен уçăлать вăл. Унтер-офицерсем, салтаксен çемйисем, 1-мĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннисем. Архивсенчи документсем кунта та пысăк пулăшу кỹнĕ ăна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешĕсен тĕрлĕ шăпи те вулакана кăсăклă пулма кирлĕ. Унтан — Афганистан, Çурçĕр Кавказ, ятарлă çар операцийĕ.
Кĕскен каласан, ялти кашни урамри, кашни кил-çуртри çын шăпи унта. Юлашки 8-мĕш пайра, акă, автор 1762 çултан пуçласа 2014 çулчченхи тапхăра çутатнă: ашшĕ-амăшĕ хăçан çуралнă е вилнĕ, ачисем миçере, хĕрĕсем ăçта качча кайнă е кинĕсем ăçтан… Çапла майпа автор йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчес тĕллевлисем валли пысăк çăл куç хатĕрленĕ.
Николай Алексеев кĕнекере ĕлĕкхи тата хальхи вăхăтри сăн ỹкерчĕксене те сахал мар вырăн панă. Вĕсем материалсен содержанине пушшех пуянлатаççĕ.
Издани «Народная книга» ятпа вĕçленет. Ăна кун çути пама пулăшнă вун-вун ентешĕн хушаматне палăртса автор вĕсене тав тăвать. Нимелле, халăхшăн çуралнă «Çĕр çинчи йĕрĕмĕр» кĕнеке Тĕмер ялĕн чĕрĕ летопиçĕ пулса юлать. Апла тăк журналист хăй те çĕр çинче паллă йĕр хăварать.
Николай МАЛЫШКИН.

