КУРНАВĂШ. Вулавăшра ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Горшкова пуçарăвĕпе пĕрлехи фольклор кунне халалласа чуна çывăх мероприяти йĕркеленĕ. Унта ачасем хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе ĕçлеме хăнăхнă, чăваш юррисене итленĕ, юрланă, самантлăха юмахсенчи сăнарсен тĕнчине «лекнĕ».

