Пĕтĕм Раççейри «Культура шкул ачисем валли» проектпа килĕшỹллĕн Шăмалакри библиотекăра «Патша хĕрĕ Гигиена тата унăн тусĕсем» ятпа сывлăх урокĕ иртнĕ. Малтанах Венера Усанова библиотекарь ачасемпе харпăр хăйĕн сывлăхне упрани, сывă пурнăç йĕрки, гигиена çине тимлĕх уйăрнин пĕлтерĕшĕ пирки калаçу ирттернĕ. Унтан ачасем «Гигиена патĕнче хăнара» видеофильм курса пĕлĕвне анлăлатнă. «Шăм-шака хускатни», «Ĕненетĕп-ĕненместĕп», «Спортсмен утти», «Сывлăха туянаймăн», «Ваттисен сăмахне вĕçле» конкурссенче ыйтусем çине хуравласа, хусканусем туса хăйсене тĕрĕслени те ачасен кăмăлне кайнă. Сывлăх темипех мультфильм пăхнă хыççăн вулавăш картишĕнче тĕрлĕ вăйăсем вылянă вĕсем. Мероприяти тĕлне библиотекăра сывă пурнăç йĕркине халалланă кĕнекесемпе иллюстрацисен куравне те йĕркеленĕ.

