Республикăра Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хỹтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне аталантарасси пысăк тимлĕхре.
ГТОна чĕртсе тăратнă хыççăнхи 12 çулта регионта çак комплекс нормативĕсене пурнăçлама 460 пин çын хутшăннă. Вĕсенчен 200 пинĕшĕ ГТО паллисене тивĕçмелĕх пурнăçланă. Çак йышăн тĕп пайĕ — шкул ачисем, студентсем. Пысăк ĕç кăтартăвĕ куç умĕнче. ГТО нормативĕсене алла илес енĕпе Чăваш Ен пĕлтĕр федераци рейтингĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă, Атăлçи округĕнче вара — чи малта.
2026 çулăн 1-мĕш çурринче 56,6 пин çын тестсене пурнăçлама пикеннĕ. Шкул ачисем яланхиллех хастар. Кунта сывлăха çирĕплетме май пуррипе пĕрлех тепĕр тĕллев те пĕлтерĕшлĕ: аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма балсем парать. Хăш-пĕр вĕренỹ заведенийĕсенче — 10 балл таранах.
Регионта ГТО енĕпе тестлакан 23 пункт уçнă ĕнтĕ. Кăçал çĕнĕ 6 центр ĕçлесе каймалла. Çитес икĕ çулта — тата 10.

