Республикăра пурăнакансем суйлавра килтен тухмасăрах сасăлама пултараççĕ: дистанциллĕ электронлă сасăлава хутшăнас кăмăллисенчен заявленисене йышăнма пуçланă. Çапла тăвас тесен августăн 3-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 14-мĕшĕччен (çурçĕрччен) «Госуслуги» портал урлă заявлени парса ĕлкĕрмелле. Сасăлав сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен пырĕ. Çак кунсенче патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă сасăлама май пулĕ.

