пурăнакан Агреппина Назаровна Королева ача амăшĕ-героиня 90 çулхи юбилейне паллă тунă.
Агреппина Назаровна пурнăç çулне тивĕçлĕ утса тухнă. Вăрçă умĕн çут тĕнчене килнĕскер ĕç, нуша мĕнне ачаранах туйнă. Пĕтĕм пурнăçне тăван колхоз ĕçне халалланă. Мăшăрĕпе — Федор Егоровичпа — пĕрле килĕшỹре 54 çул пурăннă, вунă ача пăхса ỹстернĕ. Ывăл-хĕрĕ кашниех хăйĕн çемйине йĕркеленĕ. Шел пулин те, 16 çул каялла Федор Егорович пурнăçран уйрăлнă.
Агреппина Назаровна хăйĕн çывăх çыннисен ырлăхĕпе савăнса пурăнать. «Ача амăшĕ героиня», «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсемпе, Ача амăшĕн медалĕпе чысланă сумлă кинемие.
Юбиляра тăванĕсемпе пĕрле Елчĕк округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Петр Купташкин, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Тамара Зайцева тата культура çурчĕн ĕçченĕсем саламланă.

