Чăваш Енре радикаллă тĕн майлă çынна тытса чарнă. Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕ 32 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, çакна РФ УК 280-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе (интернетра экстремизмла ĕç тума чĕнсе калани) сăлтавланă.
Çак арçын неофит тата радикаллă тĕне пăхăнакан пулнă май, социаллă сетьре видео вырнаçтарнă, унта вăл Раççейре чарнă экстремизмла организаципе çыхăннă сăмахсем каланă. Халăх умĕнче теприне экстремизма явăçтарнă тĕслĕх социаллă тата политика хирĕç тăрăвĕсем çуратма пултарать.
Хальхи вăхăтра преступление уçăмлатма следстви ĕçĕсем тата оперативлă шырав мероприятийĕсем иртеççĕ. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

