Республикăра 2020-2025 çулсенче 4,5 миллион тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута янă.
Çак çулсенче 215 пине яхăн пурăнакан нумай хваттерлĕ 1300 ытла çурта тĕпрен юсанă. 1300 ытла общество вырăнне тата картише хăтлăлатнă.
Пĕлтĕр кăна регионăн адреслă инвестици программипе 77 объект тунă е реконструкциленĕ. Çав шутра — шкулсем, аса сачĕсем, социаллă центрсем, поликлиникăсем, инженери сечĕсем.

