Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Массăллăх ан чактăр

Массăллăх ан чактăр

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче кунĕпе çуллахи пек хĕвеллĕ те ăшă çанталăк тăчĕ. Елчĕкри тĕп лапамра Нацисен кросне хутшăнакансемшĕн хăйне евĕрлĕ хавхалантару пулчĕ вăл.

2004 çултанпа иртекен чи массăллă спорт уявĕ ячĕпе сывă пурнăç йĕркипе туслисене округ пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, кросс пурне те пĕрлештерекен мероприяти пулнине палăртнă май, çăмăл чупу, ăнăçлă финиш тата хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ.

Старта, йăлана кĕнĕ тăрăх, пирваях организацисемпе учрежденисен ертỹçисем тухрĕç. Арçынсенчен 1000 метрлă дистанцие искусство шкулĕн директорĕ Валерий Архипов 1-мĕш вĕçлерĕ. Округри пушар хуралĕн начальникĕ Василий Григорьев тата РФ Пенси фончĕн округри клиент службин пуçлăхĕ Владимир Егоров — призерсем. Патăрьел округĕн тĕп больницин Елчĕкри филиалĕн профсоюз комитечĕн ертỹçи Наталия Борисова та çулсерен ырă тĕслĕх кăтартать. Хальхинче ĕçтешĕсем ăна çĕнтерỹпе саламларĕç, Людмила Ефимовăпа (вĕренỹ пайĕ) Татьяна Филимонова (йĕркелỹпе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕ) — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче.

Хăш-пĕр территори пайĕнче кроса пĕр-икĕ кун маларах ирттернĕ май, шкул ачисем кунти ăмăртăва хутшăнни ырлава кăна тивĕç. Курнавăшри вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Анатолий Константинов ертсе килнĕ çăмăл атлетсем пьедестал çине хăпарни вĕсен хатĕрленĕвĕ кирлĕ шайра пулни çинчен калать. 1-4-мĕш классенчи ачасен ушкăнĕнче пĕр хушаматлă Пайминсем — Даринăпа Федор — çавна çирĕплетрĕç те. Хĕр пĕрчи 2-мĕш класра вĕренет пулин те, пĕрле тупăшакансене чылай кая хăварчĕ.

60 çултан аслăраххисен те пĕр çухрăма парăнтарма тиврĕ. Финиша Аслă Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Валерий Афанасьев 1-мĕш çитрĕ, 2-мĕш вырăнта пĕлтĕрхи «ылтăнçă» Владимир Шашков (Тỹскел), 3-мĕш — Анатолий Анисимов (Ĕнел). 74 çулхи спорт ветеранĕ çулпа чи асли пулчĕ, ятарлă приза тивĕçрĕ. Чи çамрăкки, сăмах май палăртсах хăварар, ноябрь уйăхĕнче икĕ çул тултаракан Аслă Елчĕкри Милана Егоркина. Елчĕкри 2 çулти Мирон Агеевпа Алексей Усанова та парнесĕр хăвармарĕç. Хĕрарăмсенчен малти вырăнсене йĕлтĕр спортĕнче те пĕр хутчен мар палăрнисем тухрĕç: Римма Парферьева (искусство шкулĕ), Елена Степанова (Тỹскел), Валентина Немцева (вĕренỹ пайĕ).

5-8-мĕш классенче вĕренекенсем тата вĕсен хыççăнхи ушкăнсем пурте 2000 метра чупрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Пĕтĕм Раççейри турнирсенче палăрнă Михаил Миллин çинчен хаçатра сахал мар çырнă. Ку номерте те ăна тимлĕхсĕр хăварма сăлтав çук. 6-мĕш класра пĕлỹ пухаканскер, вăл хăйĕнчен аслăрах Константин Тимофеевпа (Елчĕк) Тимофей Ивановран (Курнавăш) 10-12 метр выляса илчĕ. Хĕр ачасенчен те 6-мĕш класри Диана Орлова çĕнтерчĕ, çапла майпа пĕлтĕрхи çитĕнỹ те ахальтен пулманнине çирĕплетрĕ.

40 çултан пуçласа 60 çула çитичченхи спортсменсен йышĕнче икĕ Алексей, Тихоновпа (Тăрăм) Васильев (Елчĕк) тата икĕ Ольга — Архиповăпа (искусство шкулĕ) Кузьмина (Елчĕк шкулĕ) — хăйсен хушшинче малти икĕ вырăна пайларĕç. Çулсеренхи кросс хастарĕсем — Георгий Ивановпа (Елчĕк) Ирина Ванюшина (Патреккел шкулĕ) бронза медальшĕн те кăмăллă пулни курăнчĕ.

Пĕр тăван Романпа Семен Фомкинсем 9-11 классенчи яшсен кĕрешĕвĕнче палăрчĕç. Пьедестал çинче вĕсен хушшине Владимир Николаев «кĕрсе тăчĕ». Хĕр ачасем çак йĕркепе çырăнчĕç протокола: Изабелла Кудряшова, Ульяна Левая, Мария Чернова. 40 çулчченхи атлетсенчен хаçатра çырса çаксене хавхалантарар: Елчĕкри Данил Чернова тата Ĕнелĕнчи Светлана Кожевниковăна. Кросра палăрнисене кашнине дипломпа, медальпе тата ятарлă футболкăпа чысларĕç.

… Тунтикунхи канашлура Леонард Левый территори пайĕсенче тата Елчĕкри тĕп лапамра иртнĕ Нацисен кросне пĕтĕмлетỹ турĕ.

— Йĕркелỹ, судьясен ĕçĕ, чыслав тĕлĕшпе округ центрĕнчи ăмăрту лайăх иртрĕ, — терĕ вăл, — çав вăхăтрах массăллăх çулран-çул чакса пырать. Хăш-пĕр организаципе 10-шар çын таран регистрациленнĕ, старта вара пĕр çын тухман тĕслĕхсем те пур…

ШУХĂШ:
Валерий Архипов — искусство шкулĕн директорĕ:

— Шкулта 2006 çултанпа ĕçлетĕп. Çуран чупакансен, йĕлтĕрçĕсен массăллă ăмăртăвĕсене пĕрре те хутшăнмасăр юлман, чылай чухне — ăнăçлă та. Волейбол вăййине те питĕ кăмăллатăп. Кунĕпе ачасемпе ĕçленинчен «канма» тренировкăсен процесĕ питĕ пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code