Вăтам Ази çыннине 2061 çулччен Раççее кĕме чарнă. Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ вăл çĕршывăн наци хăрушсăрлăхне пăснине çирĕплетсе унăн правăна хирĕçле ĕçне чарнă.
Арçын Раççей гражданствине 2007 çулта илнĕ, наци диаспорин çыннисен хушшинче нумай çул йĕркене пăсакан ĕçсем туса ирттернĕ. Хайхискер таджик халăхĕ вырăс халăхĕнчен чаплăрах текен шухăша сарнă, çынсен умĕнче ятарлă çар операцийĕ çинчен япăх калаçнă, ентешĕсене çар учетне тăрассинчен пăрăнма чĕнсе каланă. Унсăр пуçне хула пасарĕсенчен пĕринче вăл саккуна пăхăнмасăр кĕлĕ вуламалли пỹлĕм хута янă.
Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче çак арçынна саккун ыйтнине тивĕçтермесĕр миссионер ĕç-хĕлне йĕркеленĕшĕн административлă яваплăх тыттарнă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче вара Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри управленийĕн 2-мĕш полици уйрăмĕн миграци енĕпе яваплă ĕçченĕсем унăн Раççей паспортне туртса илнĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн арçынна 35 çул Раççее кĕмешкĕн чарма йышăннă. Çавăнпа та унăн хăй тĕллĕн Раççейрен тухса каймалла пулнă.
Раççей Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ аса илтерет: йĕркене пăсни ырă патне илсе çитермест.

