Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фотографсем

Фотографсем

1990 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕ. КПСС Елчĕк райкомĕн çурчĕ умĕнче Октябрьти Аслă революци кунне уявлама пуçтарăннă. Юсавпа техника предприятийĕн линипе монтаж участокĕн ертỹçи Вячеслав Александрович Осипов (сылтăмри) тата эпĕ митинг саманчĕсене ỹкерме хатĕрленсе тăратпăр. Вăл, пушă вăхăтпа усă курса, пире çав самантри тĕтреллĕ çанталăкра фотоаппаратпа ỹкерес меслете ăнлантарать: 65 единицăллă фотопленка çине ỹкерме, вăхăт тăршшĕпе тата объектива мĕн пысăккăш уçмаллине пĕлтерчĕ.

«Мастер-класс» ирттернине предприятин аслă экономисчĕ Владимир Иванович Данилов (сулахайра) тата Иван Михайлович Горшков аслă инженер (варринче) тимлĕ итлесе тăраççĕ. Çав вăхăтра манăн фотоаппарат затворĕ ĕçлесе илчĕ те çакăн пек ỹкерчĕк çапăнса тухрĕ.

Владимир МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code