— Атте çинчен аса илсен куç умне ачалăхри çак ăшă самант тухса тăрать: ĕç укçи илнĕскер кĕлчечексем ỹкернĕ темиçе сумкăпа киле таврăнчĕ. Сумкăсенче канфет-пĕремĕк, печени, ытти ĕçмелли-çимелли. Хăйĕн сăнĕ кăмăллă, пит-куçĕнче ăшă кулă вылять. Çак ырă кулăра вăл мăшăрне, ачисене чун-чĕререн юратни яр уççăн курăнать. Кун пек тĕслĕхсем пурнăçра сахал мар пулчĕç, — çапларах аса илеççĕ ывăл-хĕрĕ ашшĕ пирки.

Вĕсен ăшă аса илĕвĕсене палăртса Владимир Васильевич Мартемьянов пирки малалла çырар. Вăрçă ачи 1936 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Элекçей Тимеш ялĕнчи Василий Яковлевичпа Перасковия Романовна Мартемьяновсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕпе-амăшĕ ĕçчен те тарават çынсем пулнă. Владимир 5 çул тултарсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
— Ун чухне асатте колхоз председателĕ пулнă. Кĕçех ăна вăрçа илсе кайнă. Атте иртнĕ çулхи çĕр улми ани çинче кивĕ çĕр улми (вăл крахмала çаврăннă) пуçтарнине калатчĕ. Амăшĕ вара унран ачисене тутлă пашалу пĕçерсе панă. Вăл вăхăтри кашни шăпăрланăн ачалăхĕ йывăр килнĕ: апачĕ çителĕклĕ пулман, ăшă тумтир те пурне те тивĕçмен. 5 класс таран вĕреннĕ хыççăн атте йывăр чирленĕ, çакăн хыççăн унăн малалла шкулта вĕренме май пулман. Асатте вăрçăран таврăнсан плотник пулса тăрăшнă. Пỹрт-хуралтă тума кỹршĕллĕ Тутар Республикине те çỹренĕ вăл. Пĕринче ăна ĕçшĕн 1 михĕ çăнăх панă. Тĕлĕнмелле хаклă парне пулнă çакă çемьешĕн. «Анне пире çак пĕр михĕ çăнăхран тем тĕрлĕ çимĕç те пĕçерсе çитерчĕ. Пĕр михĕ çăнăх пысăк телей парнелерĕ, ĕмĕрĕпех пысăк савăнăç пулса юлчĕ», — çапларах палăртать çывăх çыннăмăр куççуль витĕр.
Çитĕнсен ят тухсан 1955 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче çар ретне тăнă атте. Туркменистан Республикинчи Чарджоу хулинче пурнăçланă вăл салтак тивĕçне. «Çав çулсенче асăннă республикăри Ашхабад хули çывăхĕнчи тусемпе киленни, ытти вырăна çитсе курни яланлăхах асра юлнă», — час-часах çапла аса илетчĕ хăй. Çартан 1958 çулхи декабрь уйăхĕнче таврăннă вăл. Пăва хулинче пуйăс çинчен анса юлсан Елчĕк районне кĕрекен Вăрăмхăва ялне çитиччен çуран утнă ĕнерхи салтак. Çак яла çитсен вара ăна ял çынни хĕрхенсе лашапа килнех леçсе янă. 1959 çулхи çуркунне атте Аслă Елчĕк ялĕн ачисемпе пĕрле Казахстана ĕç шырама тухса каять. «Вăл вăхăтра çамрăксем вербовкăпа ĕçлеме çỹретчĕç. Çак тăрăхра аппа пурăннăран эпĕ ют çĕре пĕр шикленмесĕрех тухса кайрăм, — каласа пачĕ пире вăл. — Альметьевск хулинче тракториста вĕрентĕмĕр, унти пĕр совхозра тăрăшрăмăр». Вăхăт иртнĕ май каччăсем тăван тăрăхах таврăнаççĕ, чикĕ урлă вĕсене пĕр ырă арçын автомашинипе каçарса ярать. Владимир чи малтанах тăван хуçалăхра трактористра тăрăшать. Каярах Канашра экскаваторщика вĕренет, малаллахи пурнăçне вара вăл çак техникăпа çыхăнтарать. Вăй питти каччă çемье тĕвĕлеме вăхăт çитсен Патреккел ялĕнчи Зинаида Ясоновна Енейкинăна куç хывать. 1962 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче вăл ăна мăшăр тăвать. Тепĕр çул аттен çуралнă кунĕнче анне ăна пысăк парне тăвать — ывăл çут тĕнчене килет. Николай ят параççĕ тетене. Вăхăт иртнĕ май ачасем хушăнсах пыраççĕ туслă çемьере. 1965 çулта Галина, 1968 çулта Елена, 1971 çулта Татьяна кун çути кураççĕ. 1977 çулта тăваттăмĕш хĕрĕ Светлана çуралать. Пире тĕрĕс те тивĕçлĕ воспитани парас тесе мĕн пур лайăххине пачĕç аттепе анне. Халĕ эпир çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă: Шупашкар, Ульяновск хулисенче, Комсомольски районĕнче пурăнатпăр.
Владимир Васильевич ĕмĕрĕпех тимĕр ута çỹретнĕ. Экскаваторпа ĕçленĕ пулсан та ытти трактор çине ларма та вăхăт тупнă. Ял халăхне тĕрлĕ ĕçре пулăшнă вăл. Уйрăмах çурхи тата кĕрхи кунсенче халăхăн пахчи-паçмине сухалама хутшăннă. Пĕр ял çыннисем — Петр Тимофеев, Анатолий Орлов — унăн чи шанчăклă тусĕсем тата пулăшуçисем пулнă. Час-часах пĕрле пулă шỹрпи те пĕçерсе çинĕ вĕсем.
— Атте пĕр кас ачисене аван пăхатчĕ. Хĕлле юр çуса лартсан пире валли çỹллĕ тăвайкки хатĕрлесе паратчĕ вăл. Мĕн хĕл иртсе кайиччен савăнса ярăнаттăмăр çỹллĕ ту çинчен, — малала тăсаççĕ сăмахĕсене пĕр тăвансем. — Турă çирĕп сывлăх панă ăна. Çак çула çитсе те больницăра икĕ хут анчах пулнине хыпарлать: 2025 çулта урине хуçсан кайнă унта. Мухтав Турра, халь самайланчĕ, вырăн çинче хăйĕн вăйĕпе тăрса ларать. Ятарлă хатĕр пулăшнипе пỹртре мелпе утса çỹрет. Аттен ырă йăла пур: 1982 çултанпа вăл ку тăрăхри çут çанталăка сăнаса, сăнава ятарлă тетрадь çине куçарса çырса пырать.
Хаклă мăшăра, хисеплĕ аттене, юратнă асаттене, ытарайми кукаçине — Элекçей Тимеш ялĕнче пурăнакан Владимир Васильевич МАРТЕМЬЯНОВА 90 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламласа хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç таппиллĕ вăй-хал, ăнăçу та çитĕнỹсем сунатпăр. Пурнăçри ĕмĕтỹсем яланах пурнăçланччăр санăн, кулленхи вашаватлăхпа хастарлăх, тараватлăхпа кăмăл пуянлăхĕ, ĕçченлĕхпе чун илемĕ, çын хушшинчи хисеп яланхиллех иксĕлми пултăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире нумай çул савăнтарса пурăн, сĕтелỹ çăкăр-тăвартан, кĕрекỹ сана юратакан, хисеплекен çынсенчен нихăçан та ан татăлтăр санăн. Эсĕ пирĕншĕн пурнăçра чи хаклă çын. Юрататпăр сана, хисеплетпĕр. Ырă та тĕслĕхлĕ çын пулнăшăн сана чун-чĕререн тав тăватпăр.
Мĕн кĕтни яланах пурнăçлантăр,
Тав туса кăмăлушăн сунатпăр
Савăнăçпа ăнăçу тулли лав.
Чун ăшши хĕвел пек ăшă пултăр,
Турă патăр мал ĕмĕт, вăй-хал.
Ăшă салампа — мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем.

