Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наркомание хирĕç

Наркомание хирĕç

Округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна округ пуçлăхĕ, наркотика хирĕç кĕрешекен комиссин председателĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Комисси членĕсемпе территори пайĕсен пуçлăхĕсем муниципалитет округĕн территорийĕнче наркомание профилактикăлас енĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕле тишкернĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулсенче вĕренекенсене социаллă психологи тата профилактика медицина тĕрĕслевĕсем ирттернин кăтартăвĕсем пирки те калаçу пуçарнă.

Округри тĕп больницăри Рената Шакова нарколог тухтăр наркомание профилактикăласси тата йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесемпе ачасене психологи пулăшăвĕ парасси çинче чарăнса тăнă. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Леонард Левый наркомание хирĕç кĕрешес ĕçре профилактика субъекчĕсен пурин те пĕр тĕвĕре ĕçлемеллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code