
Шупашкар округĕнчи Ишлей ялĕнче хĕрарăмсен хушшинче республикăри пĕрремĕш «Грация села» спартакиадăн финалĕ иртнĕ.
Ăмăртăва Ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă. 21 муниципалитетран пуçтарăннă 2700 ытла çын 2 волейбол, дартс, шашка вăййисенче тупăшнă, ГТО нормативĕсене пурнăçланă.
Спартакиадăна Елчĕксен команди те хастар хутшăннă: спортăн пур тĕсĕнче те хастарлăхпа палăрса 21 команда хушшинче 8-мĕш вырăн йышăннă.

