Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлĕ кĕнеке

Кирлĕ кĕнеке

Ăс-хакăл, кăмăл-сипет пахалăхĕсене çирĕплетесси пирĕн обществăн тĕллевлĕ ĕçĕсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Ку тĕлĕшпе 4-мĕш классенче пĕлỹ илекенсемпе чылай çул ĕнтĕ тĕн культурин никĕсĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Класс тата шкул тулашĕнче ятарлă мероприяти нумай иртет.

Çак кунсенче округри тĕп вулавăшра Канаш хулинчи Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Ермолаев протоиерей тата Елчĕкри çветтуй Александр Невский кнеç чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей пулчĕç. Пушă алăпа та мар: библиотека фондне «Нравственные основы семейной жизни» кĕнеке парнелерĕç. Вĕренỹ пособийĕ аслă классенче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне питĕ усăллă пулма кирлĕ. Килĕр, вулăр, тишкерĕр.

Светлана САЙКИНА,
тĕп вулавăш директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code