Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пулас экономисчĕсем валли йĕркеленĕ.
Ярмăрккăна тĕрлĕ предприяти-организаци хутшăннă, студентсене ĕçе вырнаçмалли тата производство практики тухмалли условисемпе паллаштарнă. Сăмахран, ЧР патшалăхăн конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен служби, регионти сутăн илекенсен центрĕ çамрăксене республикăра сутăн илесси мĕнле иртнине, коммуналлă пулăшу тарифĕсене мĕнле йĕркеленине, ĕçе вырнаçма мĕнле хăнăхусем тата документсем кирлине ăнлантарнă.рлеççĕ.

